Алексей Московский - Вăрмана кĕнĕ чух

แชร์
ฝัง
  • เผยแพร่เมื่อ 13 ก.พ. 2019
  • Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр,
    Сарă кайăк тăтăр савăнса
    Савни, вăййа тухсан, лăпкăн çурĕ
    Çĕнĕ хĕру тăтăр сăнаса.
    Савни, вăййа тухсан, лăпкăн çурĕ
    Çĕнĕ хĕру тăтăр сăнаса.
    Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те,
    Хура çырли часах пиçес çук
    Савни, эсĕ мана мансасăн та,
    Эпĕ сана нихçан манас çук.
    Савни, эсĕ мана мансасăн та,
    Эпĕ сана нихçан манас çук.
    Манас çук пирвайхи юратăва
    Манас çук пирвайхи каçсене
    Пирвайхи юрату аса килсен
    Ик куçăмран куççуль тăкăнать
    Пирвайхи юрату аса килсен
    Ик куçăмран куççуль тăкăнать
    Сад пахчи, сад пахчи, сад турачĕ,
    Сад турачĕ çине ан ларăр
    Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан,
    Çын сăмахе хыççăн ан кайăр.
    Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан,
    Çын сăмахе хыççăн ан кайăр.
    Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те,
    Ăна татса çимен çын пур-ши?
    Ачаран вылляса пĕрле ÿссĕ,
    Уйрăлна чух йĕмен çын пур-ши?
    Ачаран вылляса пĕрле ÿссĕ,
    Уйрăлна чух йĕмен çын пур-ши?

ความคิดเห็น •