Александр Васильев - "Парнелерем"

แชร์
ฝัง
  • เผยแพร่เมื่อ 7 ก.ย. 2024
  • (Кĕвви А. Васильевăн - Сăмахĕсем А. Васильевăн.) ПАРНЕЛЕРĔМ
    1.
    Çуркунне тĕл пултăм эп сана
    Вăтанса калаçрăм эп санпа
    Парнелерĕм, парнелерĕм
    Пĕр сана эп парнелерĕм 2 хут
    Парнелерĕм хам юратăва
    2.
    Пĕлĕтсем шăваççĕ ннçете
    Аякка каяççĕ шухăшсем
    Эс юрлаттăн, эп итлеттĕм
    Шăпчăк сассуна итлеттĕм 2 хут
    Çуллахи илемлĕ каçсенче
    3.
    Вăйăран яраттăм ăсатса
    Хыттăн чуптăваттăм эп сана
    Авăнатчĕç, явăнатчĕç
    Хурăнсем пуçне таятчĕç 2 хут
    Пирĕн юратăва ăмсанса
    4.
    Çуркунне тĕл пултăм эп сана
    Парнелерĕм хам юратăва
    Кунсем иртрĕç, çулсем иртрĕç
    Анчах лăпланма пĕлмерĕç
    Юратупа туслăх чĕрере
    Ан лăпланччăр, ан лăпланччăр
    Нихăçан та ан лăпланччăр
    Юратупа туслăх чĕрере.

ความคิดเห็น • 12